| 1621 | Хурӑн хуппинчен хут пулмасть. | Хурӑн |
| 1622 | Хурӑн шурӑ та, тикӗчӗ хура. | Хурӑн |
| 1623 | Хурӑн шывӗ шерпет пек, хамӑр тӑван ылтӑн пек. | Хурӑн |
| 1624 | Хурӑнлӑх ҫулӗ — хурлӑх ҫулӗ. | Хурӑн |
| 2590 | Хурпа пӗрлешнӗ кӑвакал хур курнӑ. | Хур |
| 2714 | Хурт амисӗр хурт йышӗ те саланать. | Пыл хурчӗ |
| 2715 | Хурт сӑхасран хӑрасан утар тытса кураймӑн. | Пыл хурчӗ |
| 2716 | Хурт ҫӗмӗрни нихҫан та каҫмасть. | Пыл хурчӗ |
| 2717 | Хурт таврашне хунт илсен те ҫылӑх ҫук. | Пыл хурчӗ |
| 2718 | Хурт-хӑмӑртан пурне те телей паман. | Пыл хурчӗ |
| 2719 | Хуртне хур тумасӑр пылне ҫиме ҫук. | Пыл хурчӗ |
| 2591 | Хурчӑка ҫук чухне ҫерҫи те паттӑр. | Хурчка |
| 2592 | Хурчӑка ҫӳлте вӗҫет, усал ҫын вӑрра ҫӳрет. | Хурчка |
| 2594 | Хурчӑка та хӑй чӗппине хӑй тытса ҫимест. | Хурчка |
| 2593 | Хурчӑка тӗлӗкре те чӗп сыхлать. | Хурчка |
| 2595 | Хурчӑка тӳпи хур чӗппине лекес ҫук. | Хурчка |
| 2596 | Хурчӑка чӗп тиркемест. | Хурчка |
| 2597 | Хурчӑкана хӑв, тӑманаран тӗк татса ил. | Хурчка |
| 2598 | Хурчӑкана чӑх чӗппипе хӑратаймӑн. | Хурчка |
| 2720 | Хурчӗ усал та, пылӗ тутлӑ. | Пыл хурчӗ |
| 2599 | Чаваланнӑ чавка тутӑ пулнӑ. | Чавка |
| 2600 | Чавкашӑн — чавка йӑли лайӑх, чакакшӑн — чакак йӑли лайӑх. | Чавка |
| 2601 | Чакак ӑсӗпе чапа тухаймӑн. | Чакак |
| 2602 | Чакак патша хӗр утнине утас тесе хӑй уттине маннӑ. | Чакак |
| 2603 | Чакак пуҫне чӗлхи тӗп тӑвать. | Чакак |
| 2604 | Чакак ҫӑварӗнче чарак ҫук. | Чакак |
| 2606 | Чакак чӗлхине пула чапа тухнӑ. | Чакак |
| 2607 | Чакак чӗпписем анчах пурте пӗр пек пулаҫҫӗ. | Чакак |
| 2605 | Чакак, чакак чакалать, чакалать те кӑларать. | Чакак |
| 2608 | Чакакӑн мӗн пурӗ те пӗр юрӑ кӑна. | Чакак |
| 2609 | Чакакӑн пӗр сӑвӑ, ухмахӑн пӗр юрӑ. | Чакак |
| 2610 | Чакакӑн чӗлхи хӳринчен те вӑрӑм. | Чакак |
| 2611 | Чакаксем пур ҫӗрте те ула пулаҫҫӗ. | Чакак |
| 2612 | Чакӑ ҫырми — чаканлӑх, пирӗн пурнӑҫ — хӑналӑх. | Чакак |
| 1960 | Чӑрӑшран вӑрӑм йывӑҫ ҫук, качакаран усал выльӑх ҫук. | Качака |
| 2373 | Чӑх айне мӑшӑр ҫӑмарта. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2374 | Чӑх асӑрхаманнине автан та курмасть. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2375 | Чӑх йӑви ҫумӗнче шӑхӑрмаҫҫӗ. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2376 | Чӑх кӑтӑкламасан вӑл ҫӑмарта тунине кам пӗлтӗр? | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2377 | Чӑх кутӗнчи ҫӑмартана ан шутла. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2378 | Чӑх пулса пурӑниччен автан пулса ҫӗре кӗрес. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2381 | Чӑх ҫӑмарта тӑвать — тӗнче пӗлет, тӗве хӑмлать — никам та пӗлмест. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2379 | Чӑх ҫӑмарти чӑх сыхлать. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2380 | Чӑх ҫӑмартине пысӑккӑн ҫинине юратмасть тет. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2382 | Чӑх та ӗҫмесӗр пурӑнмасть. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2383 | Чӑх та ҫӑмартине пӗрерӗн анчах тӑвать. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2384 | Чӑх тӑнӗпе тӗнче тытаймӑн. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2385 | Чӑх тӗлӗкре те пӗрчӗ сӑхать. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2386 | Чӑх хырӑмне тем те кӗрет. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2387 | Чӑх чӗппин те чӗри пур. | Чӑххи — Ҫӑмарти |